«Чӑвашфильм» ҫитес ҫул ҫӗнӗ фильм кӑтартасшӑн. Ун валли ят та тупнӑ ӗнтӗ – «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. «Варламов подполковник итлет»). Ку проект авторӗ - Юрий Спиридонов.
Тӗп сӑнар - Чӑваш ААСРӗн Вӑрнарти НКВД пуҫлӑхӗ Варсанофий Варламович Варламов, ӑна Юрий Спиридонов калӑплать. Вӑрҫӑ пирки ӳкерекен проекта Вера Кузьмина артистка та хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Фильма Куславкка, Шупашкар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта ӳкернӗ. Халӗ фильма монтаж тӑваҫҫӗ. Кинона Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 74 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Чӑваш Енри 21 районтан хӑшӗсем ҫынсем эрех сахал ӗҫнипе палӑрса тӑнине пӗлес килет-и? «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта республикӑри районсен урӑ паспортне хатӗрленӗ.
Красноармейски тата Комсомольски районӗсенче пурӑнакан ҫынсем эрех-сӑрапа ытлах туслӑ мар иккен. Канаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче тӗпленнӗ халӑх вара пачах урӑхла – чылайӑшӗ «ҫуттипе» туслӑ-мӗн.
Танлаштарӑма юлашки виҫӗ ҫулти кӑтартусене шута илсе хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетӗве Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх конференцийӗнче пӗлтернӗ. Ӑна шӑпах урӑ куна халалланӑ (авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ). Статистикӑна хатӗрленӗ тухтӑрсен команди ҫакӑ вырӑнти тата республикӑри влаҫа ӗнсе хыҫамалли сӑлтав тесе шухӑшлать.
Комсомольски районӗнчи Урмаелте тутарсем тӗпленнӗ. Пӗчӗк ял мар вӑл. Ахӑртнех, ялта тӗпленекен ҫамрӑксем та самай, ачасем те нумай ҫуралаҫҫӗ. Ара, унта ача пахчи хӑпартма палӑртнӑ, ҫавӑнпа ҫапла пӗтӗмлетӳ тума пулать.
Ҫӗнӗ ача пахчинче 110 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. Унта ултӑ ушкӑн йӗркелеме палӑртнӑ: чи пӗчӗккисем валли – иккӗ, кӗҫӗннисем, вӑтаммисем, аслисем валли тата хатӗрленмелли ушкӑн.
Аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ ӗнтӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 93 миллион та 315 пин тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн ача пахчине 9 уйӑхра туса пӗтермелле.
Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри шкулсем пӗлӗве объективлӑ хакламан. Вӗсен списокне Вӗренӳ пахалӑхне хаклакан федераци институчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Тӗрӗслев пахалӑхне Рособрнадзор пӗтӗмлетнӗ.
Тӳрех палӑртар: список вӑрӑм. Унта Чӑваш Енри шкулсем ҫеҫ мар, Раҫҫейри 3 пине яхӑн вӗренӳ учрежденийӗ пур. Пирӗн тӑрӑхрисенчен ҫакӑнта 21 шкул ҫакланнӑ.
Хулари шкулсенчен унта пӗр вӗренӳ учрежденийӗ кӑна. Вӑл — Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкул. Ыттисем — районсенчисем. Элӗк районӗнчен Чӑваш Сурӑм, Елчӗк районӗнчен Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗмӗрле районӗнчен Кӗҫӗн Тӑван, Комсомольски районӗнчен Анат Тимӗрчкасси, Вӑрнар районӗнчен Малти Ишек шкулӗсем лекнӗ. Унсӑр пуҫне — Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Шупашкар, Етӗрне районӗнсенчи икшер, Вӑрмар районӗнчи пилӗк шкул.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Явӑш ялӗнче тата Патӑрьелти Крепков урамӗнче специалистсем карантина пӑрахӑҫланӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: унччен асӑннӑ тӑрӑхсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Унти чӑх-чӗпе, ҫӑмартасене ҫынсенчен пуҫтарнӑ, вӗсене ҫунтарса тӗп тунӑ. Чӗрӗ какайшӑн тата ҫӑмарташӑн укҫа тӳленӗ.
Халӗ унта карантин пӗтнӗ. Кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ хыҫҫӑн 21 кун иртнӗ. Ҫапах кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ҫак тӑрӑхсенчен ҫӑмартасене, чӑх-чӗпе урӑх ялсене илсе тухма юрамасть.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Кун пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрӗ ӗнер каҫхине юлашки хутчен ҫыхӑнӑва тухнӑ.
Екатерина ӗнер 16 сехет тӗлнелле йӑмӑкӗпе тата шӑллӗпе хурсене асӑрханӑ. «Каярахпа вӗсене пулӑшма ывӑл кайрӗ. Вӗсемпе тӗл пулсан вӑл Катьӑна киле кайма хушнӑ, хӑй пӗчӗккисемпе юлнӑ. Хӗрача унтан велосипедпа кайнӑ, анчах киле ҫитеймен. Тусӗсем те вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ. Каҫхи 9 сехетре телефонне тытман. Мӗн шутламаллине те пӗлместӗп», - тенӗ Катьӑн амӑшӗ Оксана.
Катя 150 сантиметр ҫуллӗш, хура ҫӳҫлӗ. Ӑна курнӑ тӑк амӑшӗ патне шӑнкӑравлӑр: 89279971385.
Китайри лашапа ҫӳрекен паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Цзин Ли Чӑваш Ен урлӑ кайнӑ. Ӑна куракансем пулнӑ. Комсомольски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хайхискере ӑнсӑртан асӑрханӑ, сӑн ӳкерсе илнӗ.
Китай ҫынни икӗ лашапа ҫӳрет. Вӑл ҫулҫӳреве футбол чемпионатне халалланӑ, турнир иртнӗ хуласене ҫитсе курнӑ. Карачай-Черкеск Республикинчен вӑл 3 пин ытла ҫухрӑм лашапа кайнӑ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусана ҫитнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ футболла вылянӑ стадион тавра ҫаврӑнать те малалла каять.
Ҫурлан 3-мӗшӗнче Китай ҫыннине Куславкка районӗнчи Людмила Сергеева асӑрханӑ. Вӑл ун чухне Шупашкар еннелле кайнӑ. Цзин Ли Сочире, Ростовра, Волгоградра, Самарта пулнӑ, Чулхулана, Саранска, Мускава, Питӗре ҫитесшӗн.
Китай ҫынни Мускавра 20 ҫул пурӑнать, вӑл вырӑс хӗрне качча илнӗ. 2007 ҫулта Пушкӑртстанран Пекина ҫула тухса палӑрнӑ.
Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ районсен хисепӗ ӳссех пырать. Аса илтерер: унччен ӑна Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тупнӑ.
Ӗнер Куславкка районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Тепӗр хутчен аса илтерер: районсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупнӑ хыҫҫӑн ветернинари службин ӗҫченӗсем 2 пин ытла чӑх-чӗпе, 200 ытла ҫӑмартана ҫунтарса янӑ. Пӗр килограмм чӗрӗ какайшӑн ҫынсене 55 тенкӗ те 60 пус тӳленӗ, 10 ҫӑмарташӑн – 29 тенкӗ те 70 пус.
Республикӑра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешес ӗҫ пырать. Ҫӗмӗрле хулинче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Куракасси ялӗнче те грипп тупса палӑртнӑ.
Аса илтерер: унччен Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ , Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешнӗ. Ветеринарсем ҫынсенчен чӑх-чӗпе, ҫӑмартасене пуҫтарнӑ, вӗсемшӗн укҫа панӑ. Паянхи кун тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 2 миллион ытла тенкӗ тӳленӗ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе грипп ӑҫтан килни паллӑ мар. Икӗ эрне каялла чир-чӗр Чулхула облаҫӗнчи Павловӑри кайӑк-кӗшӗк комбинатӗнчен килнӗ тесе шухӑшланӑ.
Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенче ҫумӑр сахал ҫунӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ районсенче тӑпрара нӳрӗк ҫителӗксӗр.
Чӑваш Енри тавралӑха гидрометерологи тата мониторинг ирттерекен центр даннӑйӗсене ӗненес тӗк, унта 30 кун 0-20 сантиметр тарӑнӑшӗнче 4-6 миллиметр саппас нӳрӗк ҫеҫ пулнӑ.
Специалистсем ҫумӑр ҫуманран тапра, ӳсен-тӑран типнине калаҫҫӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ 5 районта нӳрӗк ҫитмен тӑпра ҫинче 41,7 процент ҫӗрулми, 38,9 процент пахча ҫимӗҫ тата 29,7 процент тыр-пул, пӑрҫа йышши культурӑсем ӳсеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |